Куславкка районěнчи Кунер ялěнчи культура ěçченěсем Г.Сорокин фермер хуçалãхěн йěтемě çинчи тырра алласа кěлете кěртекенсене концерт кãтартнã. Любовь Федорова чãваш юррисене чун- чěререн шãрантарнã. Борис Федоров купãсçã кěвě- семěпе илемлетнě. Антонпа Кирилл Черновсем тата Геннадий Кашаев Тãван çěршыва, тырпул пуссине, çěр ěçченне халалласа сãвã вуланã. Кãнтãрлахи апат вãхãтěнче кãмãла уçнãшãн куракансем пултарулãх ушкǎнне тав тунã.
ВЫРМА-2015. Юрã – ташãпа савãнтарнã
Дополнительно