Куславкка муниципаллă округӗ

Тыл ĕçченĕсене сума суса

30.05.2022 Сăрпа Хусан чиккисене тăвакансен ĕç паттăрлăхне халалласа Куславкка районĕнче асăну комплексĕ çĕклеççĕ. Вăл тыл ĕçченĕсене халалланă Раççейри пĕрремĕш палăк пулĕ. Ăна утă уйăхĕн 1-мĕшĕнче уçĕç. Строительство ĕçĕсемпе Чăваш Ен ертӳçи Олег Николаев паллашрĕ. Хăватлă техника кĕрлени таçтанах илтĕнет. Ăста, яваплăха туякан строительсем вăр-вар ĕçлеççĕ. Кафе-ресторан, хăна çурчĕ пулмалли пӳлĕмсенче вак-тĕвек ĕçсем çеç юлнă: ăшă, шыв, электричество кĕртнĕ, стенасене шуратнă. Ĕçсене вăхăтра туса пĕтерме шантарнă строительсем çанталăк улшăннние пăхмасăр ирĕн-каçăн ĕçлеççĕ. Комплекс тавра плитка, бордюрсене хурса пĕтернипе пĕрех ĕнтĕ. Халĕ йывăç-курăк лартма çĕр хатĕрлеççĕ. ПАВЕЛ ДАНИЛОВ: «Хăтлăх кĕртессипе ĕçлеме хатĕрленетпĕр. Курăк, йывăç-тĕмсем лартăпăр: чăрăш, хыр, каштан. Ун хыççăн вак-тĕвек ĕçсем юлаççĕ. Уява хатĕрленме пуçлатпăр, объекта уçма. Хатĕрленӳ ĕçĕсем лайăх шайра пыраççĕ. Объекта вăхăтра, утă уйăхĕн 1-мĕшĕ тĕлне туса пĕтеретпĕр». Куславккари астăвăм комплексĕ республикăри илĕртӳллĕ те хăтлă вырăнсенчен пĕри пулĕ. Каçхине те ăна çутатса тăрĕç. Çавăнпа та иртен-çӳрен кăнтăрла çеç мар, каç кӳлĕм те аякранах курма пултарĕ ку вырăна. Ăна Раççей карттине те кĕртнĕ. Вăл туристсен йышне те ӳстерме май парĕ. Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев кунта патриотла воспитани парас енĕпе çамрăксене валли пуçаруллă ĕçсем йĕркелесе яма тĕрлĕ сĕнӳ пачĕ. «Эпир мĕн пур вăй-хăвата пĕрлештерсе, халăх йăли-йĕркине – «нимене» тĕпе хурса Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене тунисене пуç тайса асăну комплексне тăватпăр», – терĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ. Малашне те çапла килĕштерсе ĕçлессе каларĕ. Ĕç-хĕлĕпе паллашнă ушкăн астăвăм комплексĕн строительствипе кăмăллă пулчĕ. Çитес кунсенче вĕсем çак вырăнтах пуçтарăнма калаçса татăлчĕç. Тыл ĕçченĕсене сума суса тунă комплекс тавра йывăç лартĕç. Елизавета Цветкова, Георгий Кривошеин



Национальное телевидение Чувашии
31 мая 2022
08:57
Поделиться