Куславкка муниципаллă округӗ

Ырă ĕç тăвакансем

Аркадий Гайдар Тимур тата унăн ушкăнĕн ырă кăмăллăхĕ, ĕçченлĕхĕ, хастарлăхĕ пирки йĕрке хыççăн йĕрке шăрçаласа чылай çамрăка хавхалантарнă. Паянхи кун та вĕсен хастар çулĕпе утакансем пур-ха. Куславкка районĕнчи Тĕрлемес ялĕнчи шкул ачисем куллен ырă ĕçсем тума ăнтăлаççĕ. «Ырă чĕресем» хастарсен ушкăнĕ ватăсене тимлĕх уйăрать, вăхăта усăллă ирттерме тăрăшать, кĕçĕннисене те тĕслĕх кăтарать. Эпир те вĕсемпе паллашас терĕмĕр. Тĕрлемес ялĕнче туслă та хастар халăх пурăнать. Пĕрле кар тăрса вĕсем Совет Союзĕн паттăрне Василий Харитонова халалласа асăну паркĕ уçнă. Çулла кунта чечексем ешереççĕ. Хĕлле вара яланах çул тап-такăр. Парка волонтерсем пăхса тирпейлесе тăраççĕ. Паттăр ентеш пирки вĕсем уяв вăхăтĕнче çеç мар, куллен астуса тăраççĕ. Кӳршĕ ялти палăк таврашĕсене те вĕсемех тасатса та тирпейлесе тăраççĕ. Волонтерсен юхăмĕ ĕçре те, вĕренӳре та хастар. ЕКАТЕРИНА ГУРЕНЬКОВА: «Профилактика мероприятийĕсем ирттереççĕ, сывлăха сыхлама вĕрентеççĕ, ытларах ачасене квест-вăйăсем, калейдоскоп, хăрушсăрлăх азбуки питĕ килĕшет. Вĕсем 2018-2019 мĕш çулта ирттернĕ республикăри волонтер наставниксен агид-бригадинче 1-мĕш вырăн йышăнчĕç. Ытларах ĕнтĕ аслисене пулăшас енĕпе ĕçлетпĕр». Шăпах хальхинче те волонтерсем кар тăрса ватă патне çитрĕç. Тамара Ветлова çулĕсемпе çамрăк мар. Пĕччен пурăнать. Шкул ачисем килессе вăл куç пек кĕтет. «Еплерех тăрăшнине сăнаса тăнă май хам та çамрăклăха аса илетĕп», – тет кинемей. Ачасем хăйсем те ун патне туртăнаççĕ, ăна часа-час тимлĕх уйăрма тăрăшаççĕ. ВАЛЕРИЯ ЯКИМОВА: «Эпир Тамара Даниловнăна юр тасатма пулăшатпăр, мĕншĕн тесен вăл ватă çын, унăн ачисем çук. Пире ăна пулăшма питĕ килĕшет. Тамара Даниловнăна курсан, вăл пире ăшă кулăпа тăван çынсем пек кĕтсе илет». Ĕç вĕçленсен хастарсем пухусем, уçă уроксем ирттерме тăрăшаççĕ. Çамрăксене хăйсен ретне ытларах явăçтарас теççĕ. Маргарита Мельникова, Екатерина Никитко, Игорь Зверев



16 февраля 2022
10:45
Поделиться