Куславкка муниципаллă округӗ

Ялта чи лайăххисем

30.05.2022 «Раççей ялĕ» федераци проекчĕпе килĕшӳллĕн Чăваш Енре агроволонтерсен слечĕ иртрĕ. Тăвай районĕнче «Упа кĕтесси» кану базинче виçĕ кун хаваслă уяв кĕрлерĕ. Слета пурĕ 1300 çын хутшăнчĕ. Вĕсем пурте 18 çул тултарнă, ялта пурăнакан çамрăксем. Ял хуçалăх предприятийĕн ĕçченĕсем, тухтăрсем, педагогсем, культура ĕçченĕсем. Ырă пуçару çĕршывра пĕрремĕш хут иртрĕ. Унăн тĕллевĕ – ял çамрăкĕсен тата агроволонтерствăна аталантарс енĕпе кăсăкланакан мĕн пур çынсен вăй-халне пĕрлештересси. Ялта пурăнма, ĕçлеме, аталанма пултаракан хастарсем пуçтарăннă кунта. Вĕсене пурне те ял шăпи кăсăкланатрать. Çамрăксене ĕçлеме анчах мар, малашлăха шанса пурăнма тивĕçлĕ майсем туса памалла. Шăпах çак ыйтусене сӳтсе яврĕç те уçă калаçăва пухăннисем. Çамрăк ял хуçалăх тата культура ĕçченĕсем, тухтăрсем, педагогсем республика Пуçлăхне тата министрсене тӳрремĕнех хăйсене кăсăклантаракан ыйтусен хуравне илме пултарчĕç. Чăваш чĕлхин шăпи, ял хуçалăхĕнчи пулăшу мелĕсем ытларах калаçтарчĕ волонтерсене. Историсĕр малашлăх çук. Слета хутшăнакансем «Ял паттăрлăхĕ: фронта, тăван çĕршыва, çĕнтерĕве» ятпа хатĕрленĕ куравпа та паллашрĕç. Ăна мухтавлă ентешсен çулталăкне тата Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене чавакансене халалланă. Куçса çӳрекен куравпа студентсемпе шкул ачисене те паллаштарĕç. Ĕçлĕ калаçу хыççăн агроволонтерсен слетне чаплă лару-тăрура уçрĕç. Ялта чи лайăххисене хисеп хучĕсемпе чысларĕç. – Ял аталанăвĕ, ыйтăвĕ вăл Президентăн та, пирĕн те тĕп ыйтусенчен пĕри. Çак ĕçе пурнăçлас тесе тĕрлĕ енлĕ программăсем пурнăçа кĕртсе пыратпăр. Çавăнпа та ял тăрăхĕнче пурнăç пахалăхĕ кунсерен самаях ӳссе пырать. Çакна кăтартса парсассăн, унăн илĕртӳлĕхне кăтартсассăн çамрăксем те, ман шутпа, ял тăрăхне пурăнма кайĕç. Çакă ĕнтĕ, паллах, татах та ял тăрăхне аталанса пыма май парĕ. Çакăн пек тĕллевсемпе çак мероприятисене ирттеретпĕр. Малалла та çак агрослета çак вăхăтра ирттерме палăртса хутăмăр. Уявра кашни район, хула хăйĕн картишĕпе паллаштарчĕ. Ĕçми-çими сĕтел тулли. Çакна çĕр ĕçченĕ хăй аллипе туса илнĕ. Маттур та пултаруллă çынсем тăрăшнипе. Кĕçĕннисем аслисенчен вĕренсе пыни пĕлтерĕшлĕ. Хуçалăхра тин çеç ĕçлеме пултаракан специалистсене патшалăх та хавхалантарать. Çакна çамрăксем шута илнĕ ĕнтĕ. КАРИНА ЗАХАРОВА: «Эпĕ ялта юлма шутлатăп. Мĕншĕн тесен вăл ял питĕ хисеплĕ, усăллă. Ял вăл çитерет пурне те». СВЕТЛАНА ГРИГОРЬЕВА: «Пĕрремеш хут çак агрослета Куславкка районĕнчен килнĕ. Пире питĕ килĕшет. Кунта нумай мероприяти. Интереслĕ, пысăк мероприяти. Темиçе кун иртет. Туслăхлă пулма вĕрентет». Красноармейски районĕнче пурăнакан Денис Посадский çĕр ĕçне юратнипе фермер хуçалăхне йĕркеленĕ. Пысăк тупăш кĕре пуçласан кунта çамрăксем те туртăнма пуçланă. ДЕНИС ПОСАДСКИЙ: «Пирĕн хуçалăхра 150 качака. 50 качакине эпир сăватпăр. Пирĕн сĕте пĕтĕмпех республикăра чи чаплă сыр тăвакан илсе сыр тума пултарать. Пирĕн пĕтĕмпех йĕркеллĕ пулсан, «Перспектика» грантне çĕнсе илсен эпир хамăр Именкасси ялĕнче пысăк çеç сыр тумалли цех уçасшăн. Эпĕ хамăн яла малалла пурăнма, аталанма пулашатăп пуль тесе шутлатăп». Ĕçлеме çеç мар, тĕрĕс канма та пĕлмелле. Уçă сывлăш, таса апат-çимĕç, илемлĕ вырăн – ял туризмне аталантармалли майсем те чăвашра сахал мар. Тăвай районĕнчи çĕр ĕçченĕ çутçанталăк пуянлăхне упраса хăварса кану кĕтесĕ йĕркеленĕ. Шăпах çак вырăнта савăнчĕç те агроволонтерсем. ЕЛИЗАВЕТА ЦВЕТКОВА: «Ĕçлесе ĕшеннĕ хыççăн агроволонтерсем кăвайт умне пуçтарăнчĕç. Хаваслă юрă-кĕвĕ шарантарчĕç, савăнчĕç. Çапла майпа вĕсем кун тухăçлă та ăнăçлă вĕçленнине палăртрĕç». Елизавета Цветкова, Георгий Кривошеин



Национальное телевидение Чувашии
31 мая 2022
09:04
Поделиться