Икĕ кӳршĕн пĕлтерĕшлĕ проекчĕ пурнăçланать
Чăваш Енре «Тылри паттăрлăх» патриотла марафон вĕçленчĕ. Ăна Сăрпа Хусан хӳтĕлев чиккисене çĕклекенсене халалланă. Етĕрне, Çĕрпӳ тата Куславкка тăрăхĕсенчи шкул ачисем чаплă концертсем курса савăнчĕç, куравсемпе паллашрĕç. Марафон малалла Тутар Республикинчи районсене çитĕ.