Куславкка муниципаллă округӗ

Пулăшу мелĕсем анлă

Çакăн пек пĕтĕмлетÿ турăм Çĕмĕрлери ĕçпе тивĕçтерекен центрăн ĕç-хĕлĕпе паллашнă май. Коллектива 3 çул Ирина Александровна Давыдова ертсе пырать. Кунти специалистсем хÿтлĕх шыракансен шухăш-кăмăлне шута илсе ĕç вырăнĕ сĕнеççĕ е çĕнĕ професси илме пулăшаççĕ, харпăр хăй ĕçне йĕркелеме çул уçса параççĕ. Каникул кунĕсенче шкул ачисене те вăхăтлăх ĕçе вырнаçтараççĕ. И. Давыдова палăртнă тăрăх, çамрăксен ĕçлес туртăмĕ пысăк. Ашшĕ-амăшĕ те центрăн ĕç-хĕлĕпе кăмăллă. Ачасем çу кунĕсенче ĕçе хăнăхаççĕ.

Çул çитменнисенетимлĕх

Çуллахи каникул кунĕсене шкул ачисем усăллă ирттерччĕр, кăштах укçа ĕçлесе илме пултарччăр тата ĕçе хăнăхчăр тесе Çĕмĕрлери ĕçпе тивĕçтерекен центр специалисчĕсем çулленех тăрăшаççĕ. Кунта вăй хуракансем çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче пушă вырăнсен ярмăрккине йĕркеленĕ. Çамрăксен хастарлăхĕ, ĕçлеме хатĕрри специалистсене те хавхалантарнă. Сăмахран, пĕтĕмпе 63 вырăн сĕннĕ, кăмăл тăвакансем ытларах пулнă - 98-ăн. Пĕлтĕр çул çитмен 509 çамрăка вăхăтлăх ĕç вырăнĕпе тивĕçтернĕ.

Кăçал çу кунĕсенче 200-250 ача ĕçе вырнаçĕ. Хальлĕхе хулара çак ушкăнри 39 çамрăк ĕçлет, районти ялсенче вĕсем - 84. Специалистсем çамрăксем валли вырăн пурри çинчен пĕлтерме 15 предприятие ыйту янă, шел те, 8-шĕ çеç хуравланă. Алла паспорт илнĕ çамрăксене саккунпа килĕшÿллĕн ансатрах ĕç сĕнеççĕ. Сăмахран, тавралăха тирпей-илем кĕртме, пахча çимĕç пăхса ÿстерме, документсене йĕркелеме, ватăсене пулăшма, лагерьте вожатăйра ĕçлеме. Ачасене вырнаçтарассипе «Шукофа» АУО çаврăнăçуллă. Пурнăç çулĕ çине тăма хатĕрленекенсене кунта фурнитура формăлама: каптăрма вырнаçтарма, сумка çаккисене çирĕплетме, шнуроксен виçине йĕркелемелли регулятор лартма, хатĕр продукцие шăлса тасатма явăçтараççĕ. «Çĕмĕрлери «Комфорт» чăлхапа нуски фабрики» ТЯОра çул çитменнисене хатĕр продукцие мăшăрласа чĕркеме хутшăнтараççĕ.

14 çулти Настьăпа, 16-ри Светланăпа тĕл пулса калаçрăм. Вĕсем ĕçе хăвăрт хăнăхнине, нормăна ирттерсе пурнăçланине хавхаланса пĕлтерчĕç. Хĕр ачасем унта центр урлă вырнаçнă. Халĕ кашни кунах фабрикăра вăй хураççĕ. Кунне 4 сехет тăрăшаççĕ. Социаллă пулăшу центрне ĕçлеме çÿрекен çамрăксем хÿтлĕхсĕр юлнă ватăсене пăхаççĕ. Хутар шкулĕпе Тăванкасси ял тăрăхĕнче тирпей-илем кÿреççĕ. Çĕмĕрлери 3-мĕш шкулти сывлăха çирĕплетмелли кану лагерĕнче çул çитменнисем вожатăйра тăрăшаççĕ, кĕçĕннисен канăвне йĕркелеççĕ. Кăçал çĕнĕлĕх пур - волонтерсене общество ĕçне явăçтарма палăртнă.

Хула администрацийĕ сахал тупăшлă, нумай ачаллă тата йывăр лару-тăруллă çемьесенчи ачасене ĕçпе тивĕçтерме бюджетран 50 пин тенкĕ уйăрнă. Вĕсем хулана хăтлăх кĕртĕç: ача-пăча площадкисене, парксене илемлетĕç.

Ытти çулсенчи пекех çурла уйăхĕнче ачасем ял хуçалăх предприятийĕсене пахча çимĕç, тыр-пул пухса кĕртме пулăшĕç.

Вĕсене икĕ енлĕ тÿлеççĕ: ĕçе вырнаçтарнă предприяти шалу парать, центр - пособи. Ку, паллах, çул çитмен çамрăкшăн пĕлтерĕшлĕ. Хăй ĕçлесе илнĕ малтанхи укçа вĕт.

Ĕçсĕррисене - професси вĕрентĕвĕ

Ĕçсĕр юлнисен рынокри шăпи тĕрлĕрен: пĕрисен специальноç çук, теприсен квалификацийĕ пĕчĕк, виççĕмĕшĕсем паянхи кун ыйтăвне тивĕçтерекен професси илеймен.

Çĕмĕрлери ĕçпе тивĕçтерекен центрта шутра тăракансенчен 35,5 проценчĕ вăтам е тулли мар вăтам пĕлÿллĕ, 10 проценчĕ - йывăçпа ĕçлекен предприяти специалисчĕсем /хальхи вăхăтра предприяти ĕçлемест/ е ĕç опычĕ çук бухгалтерсем. Çĕмĕрле тăрăхĕнчи кирек хăш отрасле илсен те пысăк квалификациллĕ специалистсем кирлĕ. Ĕç вырăнĕсĕр юлнисем центр пулăшнипе рынок ыйтакан специальноçа алла илме, квалификаци шайне ÿстерме пултараççĕ.

Çулталăк пуçламăшĕнче центр професси пĕлĕвĕн учрежденийĕсен хушшинче конкурс ирттерчĕ. Çĕнтерÿçĕсемпе контракт çирĕплетет. Кăçал 230 çынна вĕрентсе 22 професси пама палăртнă. Иртнĕ çул 245 çын вĕренсе тухнă. 2010 çулхи I кварталта центра вĕренме каяс текен 159 çын килнĕ, ку иртнĕ çулхи çак тапхăртипе танлаштарсан 169 процент. Виçĕ уйăхра 74 çынна вĕренме янă, вăл шутра 78,4 проценчĕ - хĕрарăмсем. Çĕмĕрлере хальхи вăхăтра суту-илÿ тата общество апатланăвĕн тытăмĕнче, халăхăн йăла ыйтăвĕсене тивĕçтерекен тытăмра специалистсем, дизайнерсем кирлĕ. Арçынсен хушшинче строительсем, электромонтерсем, газ хатĕр-хĕтĕрне юсакансем, операторсем, электрогазосварщиксем тата ыттисем çитмеççĕ. Центрта вăй хуракансем ĕçсĕррисене шăпах çак специальноçсене алла илме пулăшаççĕ. Информаци технологийĕсемпе пур отрасльте те анлăн усă курма тытăннă май компьютера вĕрентекен курс йĕркеленин пĕлтерĕшĕ пысăк.

Ирина Давыдова ертсе пыракан коллектив халăхăн право пĕлĕвне ÿстерессипе те тĕллевлĕ ĕçлет, ку е вăл ыйтупа консультаци ирттерет. Чылай чухне граждансене ĕçсĕррисен ретне саккуна пĕлменни тăратать. Центр çумĕнче тухса çÿрекен ушкăн йĕркеленĕ. Вăл хулана кăна мар, ялсене те çитет.

Хăйне шанса панă тивĕçе пысăк яваплăхпа пурнăçлакан специалистсем вăй хунăран Çĕмĕрлери центр палăртнă тĕллевсене ăнăçлă пурнăçлать. Кунта кашни çын ыйтăвне, чун ыратăвне тарăннăн тишкереççĕ, пулăшма тăрăшаççĕ.



23 июня 2010
00:00
Поделиться