Куславкка муниципаллă округӗ

Хамăр вăй-хала шанса

Ĕç шырасси, пĕлÿ, ăсталăх шайне тивĕçтерекен ĕç тупасси чылай чухне çынран хăйĕнченех килет. Пĕрремĕш йывăрлăхах парăнса ал уссан, ырă кукка пулăшăвне çеç кĕтсе ларсан ăнăçу пуласса шанма хĕн. Экономика кризисĕн условийĕсенче ЧР Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх службин Куславкка районĕнчи халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрĕ çак тăрăхра пурăнакансене ку енĕпе пысăк пулăшу парать.

Акă иртнĕ çулта учреждение ĕç тупас тĕллевпе 1543 çын пынă. Вĕсен хушшинче ялсенче пурăнакансем, хăйсен ирĕкĕпе ĕçрен тухнисем, пенсие каяс умĕнхи ÿсĕмрисем, инвалидсем йышлă. Çак тапхăрта пурĕ 1204 çынна ĕçпе тивĕçтернĕ. Районти ĕçсĕрлĕх шайĕ вăй питти ÿсĕмрисен 1,08 проценчĕпе танлашать.

Кризис тапхăрĕнчи витĕмлĕ мерăсем

Республикăри халăха ĕçпе тивĕçтермешкĕн хушма пулăшу памалли тĕллевлĕ программа - кризис вăхăтĕнчи чи витĕмлĕ мерăсенчен пĕри. Унпа килĕшÿллĕн общество ĕçĕсем йĕркелеме, вăхăтлăха ĕçе вырнаçтарма, стажировкăна яма района 9032763,4 тенкĕ уйăрнă. Программăра тăватă çул-йĕр палăртнă. Пĕрремĕшĕ - ĕçрен йышлăн кăларас хăрушлăх тăнă чухне ĕçлекенсене маларахах çĕнĕ профессие вĕрентни. Иккĕмĕшĕ - общество ĕçĕсем йĕркелени, ĕç шыракансене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарни. Виççĕмĕшĕ - граждансене конкретлă пулăшу кÿни, кунта ĕçе вырнаçас тĕллевпе урăх вырăна каякансене пулăшни те кĕрет. Тăваттăмĕшĕ - вак предпринимательлĕхе аталантарма майсем туса пани. Ĕçсĕррисем Программăри çак çула ырласа йышăнни палăрать. Паянхи куна центра ĕç шыраса пынă 33 çынна уйрăм предприниматель тесе регистрациленĕ е вĕсем хресчен /фермер/ хуçалăхĕ йĕркеленĕ. Харпăр хăй ĕçне йĕркелеме кашнинех 58800 тенкĕ панă.

Тĕслĕхрен, А.Пегеев тахçантанпах хăйĕн ĕçне йĕркелесшĕн пулнă, анчах укçа-тенкĕ çитмен. Республикăн тĕллевлĕ программи ăна çул уçса панă: вăл хăйĕн салон-парикмахерскине йĕркеленĕ. Салонăн клиентсем çителĕклех, çынсем пысăках мар хаксемпе, хăйсен ыйтăвĕсене еплерех тивĕçтернипе кăмăллă.

Елчĕк тăрăхĕнчи А.Яковлев “Вĕлле хурчĕн продукцине туса илесси тата сутасси” бизнес-план туса хатĕрленĕ. Хурт-хăмăр ĕрчетме вăл вăрман варринчи меллĕ вырăна суйлаяти хутшăннă, пĕтĕмпе 90 килĕшÿ тунă. Н.Шоркинпа В.Семеновăн хресчен-фермер хуçалăхĕсене уйрăммăн палăртса хăвармалла.

Малтанлăха вăхăтлăх ĕç те паха

Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Любовь Степановна Осипова каланă тăрăх, паян вĕренÿ заведенийĕнче специальноç илсе тин çеç пурнăç çулĕ çине тухнисене пушшех те йывăр. Ĕç параканшăн яланхи пекех хăнăху, стаж, опыт тĕп вырăнта.

Центр пуçламăш тата вăтам професси пĕлĕвĕ илнĕ çамрăксем валли вăхăтлăх ĕçсем /2 уйăх тăршшĕ/ йĕркелет. Çак тапхăршăн ĕç паракан çамрăка чи пĕчĕк ĕç укçинчен кая мар тÿлет, ĕçпе тивĕçтерекен центр - ĕçсĕрлĕх пособийĕн чи пĕчĕк виçинчен кая мар. Л.Мамедова акă Хусанта çăмăл промышленноç техникумне пĕтерсен хăй тĕллĕн ĕçе вырнаçайман, центра пынă. Унта ăна ĕçе вырнаçма пулăшнă.

Куславкка хулипе районĕнчи нумай организаци вăхăтлăх общество ĕçĕсем йĕркелеме хаваспах килĕшеççĕ. Вĕсен шутĕнче - “Спецкомплект” ООО, “Ярд” ООО, Куславккари АТП-ЧР “Чăвашавтотранс” предприятийĕн филиалĕ тата ыттисем. Районта предприятисемпе 11 килĕшÿ тунă. Акă Куславкка хула тăрăхĕн администрацийĕпе пĕрле парк-скверсен, тĕп урамсен территорийĕсене тасатса тирпейлес тĕлĕшпе нумай ĕçленĕ. Кунсăр пуçне, “Ĕçсĕр граждансен общество ĕçĕсене йĕркелесси” программăна хутшăнакансем предприятисенче хушма тивĕçсене пурнăçлаççĕ, тĕрлĕ документпа ĕçлеççĕ.

Ачасем те айккинче юлмаççĕ

Çул çитмен çамрăксенчен чылайăшĕ каникул вăхăтĕнче ĕçлесе укçа-тенкĕ тума тăрăшать. Пушă вăхăта усăллă ирттернипе пĕрлех çакă вĕсене хăйсене аслăрах туйма та май парать. Шкулта вĕренекенсем шкул çумĕнчи лаптăксене, ял-хула тăрăхĕсен территорийĕсене тирпейлеççĕ, юсав ĕçĕсене хутшăнаççĕ. Ачасем вăрçăра пуç хунă салтаксене асăнса лартнă палăксене пăхса тăраççĕ, районти ветерансене пулăшаççĕ. 2009 çулта районти çул çитмен 446 çамрăк вăхăтлăх ĕçсене хутшăннă. 14-18 çулсенчи çамрăксене ĕçпе тивĕçтермешкĕн пулăшма центра 244900 тенкĕ уйăрнă.



16 февраля 2010
00:00
Поделиться