ЛИТЕРАТУРА СЕХЕЧĔ «ЧĂВАШСЕН ХАЛЬХИ ВĂХĂТРИ ПАЛЛĂ ПРОЗАИКĔ»
Юпа уйĕхĕн 18-мĕшĕнче шкул библиотекинче 7-мĕш класра вĕренекен ачасемпе чăваш халăхĕн паллă писателĕ Василий Степанович Алендей çĕр çул çитнине халалласа литература сехечĕ иртрĕ. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Семёнова П.А. писателĕн кун-çулĕпе тата ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ, презентаци кăтартрĕ. Вăл 1919 çулхи юпа уйĕхĕн 16-мĕшĕнче Вăрмар районĕнчи Кĕтеснерте, чухăн хресчен кил-йышĕнче çуралнă. Малтан хăйсен ялĕнчи тулли мар вăтам шкулта вĕреннĕ, унтан Мăнçырмари вăтам шкулта вĕренсе тухнă, чылай вăхăт хушши Вăрмар районĕнчи «Хĕрлĕ ялав» хаçат редакцийĕнче ĕçленĕ.
1939 çулта В. Алендей çара кайнă. Аслă Отнчественный вăрçă пуçланнă чухне вăл чикĕ хуралĕнче пулнă, вăрçă малтанхи кунĕсенчех фронта лекнĕ. Ленинград патĕнче писатель йывăр аманнă. Хăрах урасăр тăрса юлнă. Вăрçăра паттăрлăхпа хăюллăх кăтартнăшăн ăна Аслă Отечественнăй вăрçă II степенлĕ орденĕпе тата медальсемпе наградăланă.
Алендей В.С. поэзире те, прозăра та ĕçлет. Унăн малтанхи сăввисем республикăри хаçат-журналсенче 1947 çулсенче пичетленме пуçланă. Хăйĕн произведенисенче писатель халăх пурнăçĕнче çĕнни çĕнтерсе пыни çинчен, рабочисемпе колхозниксен интеллигенци представителĕсен ĕçри хастарлăхĕсем çинчен çырса парать. Юлашки çулсенче В. Алендей, ытти писательсен пултааруллăхне тишкерсе, критикăлла статьясем çырать. В. Алендей тата вырăс писателĕсен тата ытти халăхсен ĕçĕсене чăвашла куçарнă. Юлашкинчен шкул библиотекарĕ ачасене писателĕлĕн кĕнекисемпе паллаштарчĕ. Писатель пултарулăхĕшĕн уйрăмах паллă произведенийĕсемпе «Сталинград Сахрунĕ», «Самсун салтак», «Пулемет», «Пурнăç», «На границе», «В окружении», «Путь солдата» калавсен паллă геройĕсем – Тăван çĕршыв чиккине сыхлакан салтаксемпе офицерсем çапăçу хирĕнчи паттăрлăхĕ çинчен каласа пачĕ. Унтан ачасем ыйтусем çине хуравларĕç. Чăваш халăх писателĕ çинчен нумай çĕннине пĕлчĕç.